Уйӑхпи юмахӗсем
Подкаст · 16 ноября · 11 мин
«Наян Шейдулла». Азербайджан халӑх юмахӗ.
Слушать эпизод
«Наян Шейдулла». Азербайджан халӑх юмахӗ.
Уйӑхпи юмахӗсем
Ку ӗҫ халь мар, тахҫанах пулса иртнӗ. Ӗлӗк-авал Шейдулла ятлӑ ҫын пурӑннӑ, вӑл шутсӑр наян пулнӑ.Арӑмӗпе ачисем пӗрмаях выҫӑ ҫӳренӗ, ҫӗнӗ кӗпе-тумтир пирки ӗмӗтленме-и унта? Тарӑхнипе арӑмӗ Шейдуллана ӗҫлеместӗн тесе вӑрҫма пикенет, лешӗ хирӗҫ:— Атя ан кулян. Хальлӗхе эпир чухӑн пурӑнатпӑр, ак кур, кӗҫех пуйса каятпӑр, — тесе лӑплантарать.— Ӑҫтан пуян пурӑнӑпӑр-ха эпир? Эсӗ кунӗпе те урлӑ выртана тӑрӑх ҫавӑрса хумастӑн! — тарӑхать арӑмӗ.Лешӗ хӑйӗннех перет:— Тӑхта, вӑхӑт ҫитсен эпир те пуйса кайӑпӑр.Кӗтрӗ арӑмӗ, кӗтрӗ, ачисем те кӗтрӗҫ — кӗтсе илеймерӗҫ.— Тек кӗтме вӑй-хал ҫук, капла выҫсах вилетпӗр, — терӗ пӗррехинче арӑмӗ.Шейдулла ӑсчах патне канаш ыйтма каяс терӗ: чухӑн пурнӑҫран епле хӑтӑлмалла? Пуҫтарӑнчӗ те, ҫула тухрӗ. Виҫӗ кун та виҫӗ каҫ утрӗ Шейдулла, ҫул ҫинче ырханкка Кашкӑра тӗл пулчӗ.Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисӗ ВладимирГригорьев, Василий Иванов, Григорий Петров, Светлана Лукиянова, Татьяна Володина артистсем.Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ.Пухса хатӗрлекенӗ - Ольга Федорова (Чӑваш кӗнеке издательстви,2018 ҫул).