Сервис может содержать контент, не предназначенный для несовершеннолетних, в том числе упоминающий о наркотических средствах, психотропных веществах и их аналогах, незаконное потребление которых причиняет вред здоровью, их незаконный оборот запрещен и влечет установленную законодательством ответственность.
©2025, ООО «Звук» является аккредитованной ИТ-компанией, ОКВЭД 62.01: разработка программного обеспечения. ПО ООО «Звук» состоит в реестре отечественного ПО: №16328 от 23.01.2023. В Сервисе применяются рекомендательные технологии в соответствии с

Правилами

Подкаст Уйӑхпи юмахӗсем

Уйӑхпи юмахӗсем

Подкаст  ·  19 октября  ·  8 мин

«Виҫӗ вӑкӑр». Туркмен халӑх юмахӗ

Эпизод подкаста «Виҫӗ вӑкӑр». Туркмен халӑх юмахӗ

Слушать эпизод

«Виҫӗ вӑкӑр». Туркмен халӑх юмахӗ

Уйӑхпи юмахӗсем
«Виҫӗ вӑкӑр». Туркмен халӑх юмахӗӖлӗк-авал пӗр хресченӗн виҫӗ вӑкӑр пулнӑ: хура, хӑмӑр тата ула тӗслӗ пулнӑ вӗсем. Хайхискерсем ӳссе ҫитсен тӗреклӗ вӑкӑрсем пулса тӑнӑ. Пӗрре шухӑша кайнӑ вӗсем.— Эпир хуҫа патӗнче юлсан вӑл пире кӳлсе ярӗ те, мӗн виличчен ҫӗр сухалама тивӗ, ҫитменнине тата йывӑр ҫӗклемсем сӗтӗрӗпӗр. Атьӑр вӑрмана тухса таратпӑр, унта эпир ирӗклӗ те, тутӑ та пулӑпӑр.Каланӑ — тунӑ. Вӑкӑрсем хуҫаран вӑрмана тухса тарнӑ, анчах унта нумаях та савӑнайман: вӗсене вунӑ арӑслан тапӑннӑ. Ҫапах та вӑкӑрсем вӗсене парӑнман. Ҫӳллӗ вырӑнта виҫҫӗшӗ те пӗр-пӗрне ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑнӑ та арӑслансене шӗвӗр мӑйракисемпе хӑмсарнӑ. Лешсем тапӑнма шикленнӗ. Пӗр арӑсланӗ юлташӗсене ҫапла каланӑ:— Мӗншӗн эпир вуннӑн ҫӳретпӗр, анчах та хамӑр пурпӗрех выҫӑ? Эсир луччӗ сунара кайӑр, эпӗ пӗччен виҫӗ вӑкӑр вӑйне тӗрӗслӗп.Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир Григорьев тата Василий Иванов, Григорий Петров артистсем.Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ. Пухса хатӗрлекене – Ольга Федорова. (Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018).Автор ирӗк панипе кӑларнӑ.