Уйӑхпи юмахӗсем
Подкаст · 21 сентября · 7 мин
«Чемен». Чӑваш халӑх юмахӗ
Слушать эпизод
«Чемен». Чӑваш халӑх юмахӗ
Уйӑхпи юмахӗсем
«Чемен» чӑваш халӑх юмахӗ сире тӗленмелле паттӑр ҫинчен каласа кӑтартӗ. Кам-ши вӑл Чемен? Мӗншӗн вӑл ял-йышне хӑй вилсен лашипе ҫар хатӗрӗсене те пӗрлех пытарма хушнӑ? Чемене чӗрӗтсе тӑратас тесен мӗн тумалла пулнӑ? Мӗнпе ял халӑхӗ паттӑр умӗнче айӑпа кӗнӗ? Мӗншӗн чӑвашсем ҫулсерен Чемене чӳк тӑваҫҫӗ-ши?Ҫакӑ тата ытти ыйтусем ҫине хурав тупас тетӗр пулсассӑн юмаха итлеме васкӑр. Асамлӑх авӑрӗ кӗтет сире.Вулаканӗсем: Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Владимир Григорьев; Василий Иванов, Григорий Петров артистсем, Дмитрий Тимин студент.Ку юмаха «Туссен юмахӗсем» пухӑвӗнчен илнӗ. Пухса хатӗрлекене – Ольга Федорова. (Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018).Автор ирӗк панипе кӑларнӑ.